Йӗрке хуралҫисене ҫыртни, алӑпа ҫапни е урапа тапни, айӑплисене кайран ҫавӑншӑн явап тыттарни пирки час-часах пӗлтереҫҫӗ. Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, пакунлисене яш-кӗрӗм те ним мар кӳрентереет, хӗрарӑмсемпе хӗрсем те шар кӑтартаҫҫӗ. «Йӗрке хуралҫисем ҫав териех халсӑр-им?» — тесе кашнинчех тӗлӗнетӗн вара.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗркаҫ полицейски тумӗллӗ ҫын малтан пӗр каччӑна хырӑмӗнчен, кайран теприне ҫурӑмӗнчен тапнине ӳкерсе илнӗ видео тӗнче тетелне лекнӗ.
Пӑтӑрмаха ӳкернине асӑрхасан полицейски камерӑна илме ыйтать, лешӗ итлеменнине кура ӑна хутлӑ-хутлӑ сӑмахпа вӑрҫать, видео ӳкерекене юлашкинчен пӗрле илсе каяҫҫӗ.
Халӗ ку фактпа РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ тӗпчев ирттернине пӗлтерет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 13 ҫулти Никита Флегонтов 7-мӗш класра вӗренет. Анчах арҫын ачан темшӗн шкула каяс килмен. Вӑл амӑшӗн аллинчен вӗҫерӗнсе тарнӑ.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ килтен пӗрре мар тухса кайнӑ. Хальхинче вӑл полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Авӑнӑн 3-мӗшӗнче арҫын ача шкула кайма хирӗҫленӗ, ҫавна май амӑшӗ ӑна унта ӑсатма шухӑшланӑ.
Ҫул ҫинче Никита вӗренес килменнине, шкулта япӑх пулнине, ӑна никам та ӑнланманнине каланӑ. Класс тӗлне ҫитсен арҫын ача алӑран вӗҫерӗнсе тарнӑ. Амӑшӗ – хыҫран, анчах хӑваласа ҫитеймен. Телефонӗ тата хваттер уҫси килте юлнӑ.
Амӑшӗ ывӑлӗ мӗншӗн хӑйне ҫапла тытнине ӑнланмасть. Килте йӑлтах йӗркеллӗ. Никитӑна курсан полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чухне ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйне видео ӳкерме юраманнине каланӑ.
Ун чухне Михаил Васильевича пӗр ҫын хӑйӗн смартфонӗ ҫине видео ӳкернӗ. Анчах ку республика Элтеперне килӗшмен. Вӑл ҫав ҫынна саккун пирки аса илтернӗ. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, чи малтан Раҫҫей Федерацийӗнче пурӑнакан ҫынна видео ӳкериччен унран ирӗк илмелле.
Михаил Игнатьевпа ҫав ҫын мӗн калаҫни пирки тӗнче тетелӗнче видео тухнӑ. Ӑна ҫак каҫӑпа куҫсан курма пулать: http://govoritmoskva.ru/news/91496/.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Алла Самойловӑна каллех «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партишӗн агитациленине асӑрханӑ. Унӑн сӑнӳкерчӗкне асӑннӑ партин баннерӗ ҫине вырнаҫтарнӑ.
Прокуратура кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Малтанах баннера «Сӑнавҫӑ» общество юхӑмӗ асӑрханӑ. Вӑл кун пирки прокуратурӑна систернӗ.
Алла Самойловӑн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ баннер Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче ҫакӑнса тӑрать. Унта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин палли пур, сӑнӳкерчӗкре — Алла Самойлова тата ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев.
Прокуратурӑран хурав килнӗ. Алла Самойлова баннер ҫине хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтармашкӑн ирӗк паман. Баннера вара «Дом Быта «Орион» акционерсен обществи вырнаҫтарма саккас панӑ. Ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Михайлов ертсе пырать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулта ют ҫӗршыври икӗ ача вӗренет. Вӗсем кунта Тунисран тата Италирен ылмашӑну программипе килӗшӳллӗн килнӗ.
Кӑҫал Тунисри Сейф Кридане тата Италири Людовика Мастина Ҫӗнӗ Шупашкарти гимнази сукмакне такӑрлатма тытӑннӑ.
Сейф каланӑ тӑрӑх, малтанах вӑл шикленнӗ. Кунта ҫитсенех каччӑ ӑна мӗнле кӗтсе илнинчен тӗлӗннӗ, лӑпланнӑ. Вӑл нимӗҫ элчин ҫемйинче пурӑннӑ.
Людовика Раҫҫейре авӑнӑн 1-мӗшне уявланинчен тӗлӗннӗ. Италире вӗренӳ ҫулӗ авӑнӑн 15-мӗшӗнче пуҫланать, ӑна питех уявламаҫҫӗ.
Ют ҫӗршывран килнӗ ачасем вырӑс чӗлхине тӗшмӗртӗҫ.
2004 ҫултанпа авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Андриян Николаев космонавта халалласа велучупу иртет. Кӑҫал спортсменсем авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫула тухӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитӗҫ.
Кӑҫал ҫулсене юсанӑ май спортсменсем хулара вӗлесипедпа ярӑнмӗҫ, тӳрех космонавт ҫуралнӑ яла кайӗҫ. Старт «Химик» культура керменӗ умӗнче пуҫланӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитсе килмешкӗн — 40 ҫухрӑм. Ҫавӑнпа ҫак дистанцие парӑнтарма пултаракан велочупуҫӑсене старта чӗнеҫҫӗ.
Кӑҫал велоколоннӑна Юрий Степановпа Павел Попов ертсе пырӗҫ. Ҫӗрпӳри Владимир Николаев унта пӗрремӗш хут хутшӑнӗ. Вӑл педале сылтӑм урипе ҫеҫ ҫавӑрӗ. Юрий Степановпа Павел Попов вара педале ятарлӑ хатӗрпе ҫавӑрӗҫ, вӗсен хенбайк пулӗ.
Кӑҫал Андриян Николаев пурӑннӑ пулсан 87 ҫул тултарӗччӗ. Ҫавна май тепӗр старт пулӗ. Вӗсем Шуршӑлтан Кӳкеҫе, 87 ҫухрӑмран кая мар, велосипедпа кайӗҫ, Шупашкар районӗнчи паллӑ вырӑнсемпе паллашӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех республикӑра пухӑнса кайнӑ ӗҫ укҫин парӑмне епле татмаллине те сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ку темӑпа самай цифра илсе панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне республикӑри 7 организаци 39,1 миллион тенкӗлӗх парӑм пухса тултарнӑ. Ҫакна пула 2027 ҫын шалу вӑхӑтра илеймесӗр аптӑраҫҫӗ.
Парӑмлӑ организацисен шутӗнче министр Шупашкарти 1-мӗш типографие, «Промтрактор Вакуна», Ҫӗнӗ Шупашкарти «Экотехсервис» управляющи компание, Сӗнтӗрвӑрринчи «Городока», Вӑрмарти автотранспорт предприятине, Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерне» асӑнса хӑварнӑ. Уйрӑмах пысӑк парӑма чӑх-чӗп хапрӑкӗпе «Промтрактор Вакун» пухнӑ.
Уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне Пӑрачкав район пульницинче ӗҫ укҫипе парӑм пулнӑ, халӗ ӑна татнӑ.
Парӑмлисемпе Чӑваш Енӗн Ӗҫ инспекцийӗ тата прокуратура та ҫине тӑрса ӗҫлет.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн «Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Ӑна кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫсемпе ҫапӑҫнӑ Иван Торин тивӗҫнӗ.
Иван Тимофеевич Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. 1943 ҫулта вӑл Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ. Киева ирӗке кӑларнӑ чухне Иван Тимофеевич вӑйлӑ аманнӑ. 1945 ҫулта ӑна суранӗсене пула демобилизациленӗ.
Вӑрҫӑ пӗтсен вӑл Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче ӑс пухнӑ. Унтан лесникре ӗҫленӗ. Каярахпа вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ пулнӑ.
1968 ҫулта парти путевкипе «Химпрома» ӗҫлеме килнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва вӑл 70 ҫулта тухнӑ. Халӗ Иван Тимофеевич шкулта вӗренекенсемпе час-часах тӗл пулать, общество ӗҫне хастар хутшӑнать. Нумаях пулмасть ветеран 91 ҫул тултарнӑ.
Шупашкрати тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳсӗрсене Республикӑри наркодиспансерта урӑлтарӗҫ. Унта вӗсем валли 20 вырӑнлӑх урӑлтаркӑч уҫӗҫ.
Хӗрӗнкӗ ҫынсене юлашки ҫулсенче пульницӑсене илсе кайма пуҫларӗҫ. Анчах унта илсе ҫитернисенчен 6 процентне кӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ иккен. Ҫак цифрӑна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова правӑна пӑсассин профилактикипе ӗҫлекен республикӑри комиссин ӗнерхи ларӑвӗнче илсе кӑтартнӑ. Министр ҫумӗ эрех-сӑрапа сиенленнисен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен 1 процент чакнине те пӗлтернӗ. Ҫапах та спиртлӑ хутӑшсемпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсен шучӗ ӳснӗ.
Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртнине эпир унччен те ҫырнӑччӗ. Ку ыйтӑва 2014 ҫултах Раҫҫей правительстви хускатнӑччӗ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑччӗ.
Шупашкарти Олимп резервӗллӗ училищене Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫавӑн пек училищепе пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн республикӑн тӗп хулинчи ҫав вӗренӳ заведенийӗ «В.М. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти олимп резервӗллӗ училище» пулса тӑрӗ.
Улшӑнусене Чӑваш Енӗн Физкультура тата спорт министерстви йышӑннӑ. Капла проекта вӑл хатӗрлесе ҫитернӗ, унпа паян иртнӗ ЧР правительство ларӑвӗнче паллаштарнӑ. РФ тата Чӑваш Республикин физкультура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ.
Сергей Шелтуков министр каланӑ тӑрӑх, 8-мӗш номерлӗ олимп резервӗллӗ спорт шкулне (вӑл хӑвӑрт утакансене хатӗрлессипе ӗҫлет) Елена Николаева олимп чемпионкин ятне парасшӑн. Республика правительстви ку шухӑша ырласа йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |